| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 15-мӗш урок |
Турӑ ирӗкне пурнӑҫлама ҫынсене мӗнле пулӑшма пулать |
|
| Эсӗ ху мӗн пӗлни ҫинчен ытти ҫынсене калани мӗншӗн кирлӗ? (1) | |
| Ырӑ хыпара кама каласа пама пулать? (2) | |
| Хӑвна мӗнле тытни ҫынсене епле витӗм кӳме пултарать? (2) | |
| Пухупа пӗрле вӗрентсе ҫӳреме хӑҫан пуҫлама пулать? (3) | |
1. Ку таранччен эсӗ Библирен лайӑххине нумай пӗлтӗн. Ҫак пӗлӳсем сана христианин пек пурӑнма хистемелле (Ефессем 4:22—24). Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫитес тесен, Библирен пӗлӳ илни питӗ кирлӗ (Иоанн 17:3). Анчах ытти ҫынсен те, ҫӑлӑнас тесен, ырӑ хыпар илтмелле. Чӑн христиансен пурин те ыттисене ырӑ хыпара каласа памалла. Ҫакна Турӑ хушнӑ (Римсем 10:10; 1 Коринфсем 9:16; 1 Тимофей 4:16). 2. Эсӗ ху мӗн лайӑххине пӗлтӗн, ҫавна хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусене каласа пама пуҫлама пултаратӑн. Ҫакӑн ҫинчен хӑвӑн ҫемйӳне, тусусене, шкулти юлташусене тата пӗрле ӗҫлекенсене каласа пар. Ҫакна тунӑ чухне ырӑ та тӳсӗмлӗ пул (2 Тимофей 2:24, 25). Асту, ҫынсем час-часах ҫын мӗн каланинчен ытла вӑл хӑйне мӗнле тытни ҫине пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эсӗ хӑвна лайӑх тытнине пула ыттисем эс калакан хыпара, тен, итлесшӗн, пулӗҫ (Матфей 5:16; 1 Пётр 3:1, 2, 16). 3. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсӗ ху пурӑнакан вырӑнти Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗпе пӗрле вӗрентсе ҫӳреме ирӗк илме пултарӑн. Христианинсен ҫулӗпе ялан пырас тесен, ҫакна туни питӗ кирлӗ (Матфей 24:14). Кама та пулин Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫитме пулӑшма май килчӗ пулсан, ҫакӑ ҫав тери савӑнтарать! (1 Фессалоникасем 2:19, 20). |
||
2007-мӗш ҫулхи кӑларӑм |
|
Copyright © 2012 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|